Евросоюзри ҫӗршывсене илсен пуринчен аван Данире тӳлеҫҫӗ иккен. Унта тар тӑкакансен шалӑвӗ сехетре вӑтамран 40,3 евро ларать. Хӑш ҫӗршывра мӗн чухлӗ тӳленине Британире эрнесерен тухса тӑракан «The Independent» хаҫат Евросоюзӑн статистика служби иртнӗ ҫулхи пирки хыпарлани тӑрӑх пӗлтернӗ.
Евросоюзри чи пӗчӗк ӗҫ укҫи — Болгаринче. Унта сехетре вӑтамран 3,8 евро тӳлеҫҫӗ. Европӑра вӑтамран ку цифра 24,6 европа танлашать пулсан, Болгари ҫыннисен шалӑвӗ 6,5 хут пӗчӗкреххи сисӗнет.
Тӳленине кура ӗҫлес килсе тӑмалли ҫӗршывсен шутне ҫавӑн пекех Бельгие (39,1 евро), Швецине (37,4 евро), Люксембурга (35,9 евро), Хрантсие (34,6 евро) кӗртмелле. Чи пӗчӗк шалупа ҫырлахтаракан ҫӗршывсен йышӗнче — 4,6 евро тӳлекен Румыни, 6,5 евроллӑ Литва, 6,6 евроллӑ Латви, 7,3 евроллӑ Венгри.
Раҫҫее Евросоюзри ҫӗршывсемпе танлаштарма хӗнрех-мӗн. Мӗншӗн тесен Евросоюзӑн статистика служби тата Росстат шалу виҫине урӑхларах хаклаҫҫӗ. Макроэкономика тата кӗске вӑхӑтлӑха тишкерес енӗпе ӗҫлекен центрӑн экономисчӗн Игорь Поляковӑн шучӗпе пирӗн ҫӗршывра шалу сехетре вӑтамран 8,4 еврона ларать теме пулать.
Укаҫа-тенкӗ ҫитсе пыманни пирки юлашки вӑхӑтра тӗнче тетелӗнче те вӗҫӗм йӗплеме тытӑнчӗҫ. Пин тенкӗ апат-ҫимӗҫ лавккине пӗрре кӗрсе тухма та ҫитмест теҫҫӗ. Кун пек чухне тӳре-шара укҫапа иртӗхеҫҫӗ тесе шухӑшлакансем те пур.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хӑйне тата премьер-министра, правительствӑра тӑрӑшакан ытти ҫынна та шалу сахалтарах тӳлеме тытӑнӗ. Ӗҫ укҫине республикӑн Элтеперӗ 10 процент чакарать иккен. Тивӗҫлӗ йышӑнӑва Михаил Игнатьев нумаях пулмасть алӑ пуссах ҫирӗплетнӗ.
Шалӑва тӳре-шара кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тытӑнса раштавӑн 31-мӗшӗччен унчченхинчен сахалрах илсе тӑмалла.
Хушура патшалӑх должноҫӗнчи ытти ҫынӑнне те шалӑвне 10 процент чакарма сӗннӗ. Капла йышӑнни «республикӑн хыснин тӑкакне оптимизацилес» тӗллевпе ҫыхӑннӑ-мӗн.
Ҫынсене кӑрлач уйӑхӗнче куҫарса панӑ вӑтам ӗҫ укҫи 19 пин те 682 тенкӗ те 70 пуспа танлашнӑ. Ку вӑл пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнчинчен 25,8 процент сахалрах, анчах 2014 ҫулхи кӑрлачринчен 3,6 процент нумайрах. Ҫапла пӗлтерет иккен Чӑвашстат. Кӑрлачра шалу раштавринчен мӗншӗн чакнине ӑнлантарман та, пирӗн шутпа ҫакӑ ҫулталӑк вӗҫӗнчи премисемпе ҫыхӑнма пултарнӑ.
Потребитель таварӗсен индексне шута илсен ӗҫ укҫи 2014 ҫулхи кӑрлачрипе танлаштарсан шалу шайӗ 89,9 процент пулни курӑнать. Тепӗр майлӑ каласан, хаксем ӳснӗ май тупӑш виҫи пӗчӗкленсе юлни сисӗнет.
Чи пӗчӗк ӗҫ укҫи унчченхиллех пир-авӑр, ҫӗвӗ производствисенче. Вӗсенче шалу республикӑри вӑтам шайрин 49,3 проценчӗ чухлӗ кӑна. Ял хуҫалӑхӗнче те пысӑк мар. Унта республикӑри вӑтам шайрин 68,9 проценчӗ чухлӗ кӑна тӳлеҫҫӗ. Ӑслӑлӑхра ӗҫлекенсен кӳренме сӑлтав ҫук. Вӗсем республикӑри вӑтам шалуран 2,3 хут ытларах илеҫҫӗ. Финансистсем те япӑх пурӑнмаҫҫӗ, патшалӑх управленийӗнче тӑрӑшакансем те, ҫар хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерекенсен те, социаллӑ страхованире тӑрӑшакансен те ӗҫ укҫи пӗчӗк тесе ӳпкелешме сӑлтав ҫук.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи вӗренӳ учрежденийӗсенче 35 ҫула ҫитмен 38 педагог ӗҫлет. Иртнӗ ҫул вӗҫӗнче ҫамрӑк педагогсен пӗрлешӗвне йӗркеленӗ. Ӑна ҫамрӑк педагогсен юхӑмне сарас, вӗсен професси ӑсталӑхне ӳстерме май туса парас, ҫамрӑк вӗрентекенсене районти шкулсенче ҫирӗплетес тӗллевпе йӗркелени пирки ӗнентереҫҫӗ.
Йӗркелӳ пухӑвӗнче район администрацийӗн пуҫлӑхӗ В.И. Григорьев шкулсенче ҫамрӑк вӗрентекенсем кирлине палӑртса хӑварнӑ. Ҫамрӑк кӑна та мар, пултаруллисем, хастаррисем. Шкулсенчи педагогсем ватӑлса пыраҫҫӗ. Ӗҫлеме тин ҫеҫ ура ярса пуснисене кӑҫалтан район хыснинчен уйӑхсерен 2-шер пин хушса тӳлеме тытӑнӗҫ. Вӑл укҫана 2 ҫул парса тӑрӗҫ.
Раштавӑн 15-мӗшӗнче Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов эрнесерен иртекен планеркӑра аппаратри тӳре-шара йышне чакарасси пирки пӗлтернӗ.
Леонид Черкесов Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗсене 50 процент таран чакарасси пирки каланӑ. Ҫав пушаннӑ укҫана ача пахчинче ӗҫлекенсен шалӑвне ӳстерме ярасшӑн. Кун пирки Шупашкар мэрийӗн пресс-служби пӗлтерет.
Шупашкар мэрӗ хула администрацине тата структура подразделенийӗсене виҫӗ кунра оптимизацилемелли пирки хушу панӑ. Ҫапла майпа унти тӳре-шара 10 процент чакӗ.
Ун пек саккун проектне Раҫҫйӗн Патшалӑх Думи виҫҫӗмӗш вулавпа йышӑннӑ ӗнтӗ. Федераци Совечӗпе ҫӗршыв Президенчӗ ырласан ҫынсем хӑйсен ӗҫ укҫине хӑш банк урлӑ тӑрассине кӗҫех хӑйсем татса пыма тытӑнӗҫ.
Епле банкпа ӗҫлессине эпир тӑрӑшакан предприяти-организаци пирӗн вырӑна халӗ хӑй татса парать. Капла лару-тӑрӑва хӑшӗсем «ӗҫ укҫин чуралӑхӗ» тесе те калаҫҫӗ.
Саккуна улшӑну кӗртсе пӗтерсен асӑннӑ хут конкуреци ҫинчен калакан саккунпа ҫураҫса тӑрӗ.
Саккуна йышӑнсан банка ҫын хӑй суйлӗ. Ун валли счет уҫмалла та банк ревизичӗсене ӗҫе пырса памалла, банка ылмаштарса ыйтса заявлени ҫырмалла. Ҫулталӑкра темиҫе ылмаштарсан та, ӑнланнӑ тӑрӑх, тем мар. Чи кирли — ӗҫ укҫи куҫариччен пилӗк кун маларах заявлени ҫырса ӗлкӗрмелле.
Нумаях пулмасть халӑхра воспитательсен шалӑвӗ пӗчӗкленни пирки сас-хура тухнӑччӗ. Воспитательсем пӑшӑрханса ӳкнӗ, ҫавна май влаҫа ку лару-тӑрӑва ӑлантарма ыйтнӑ.
ЧР Вӗренӳ министерстви ҫак ӗҫре тӑрӑшакансен шалӑвӗн мониторингне тунӑ. Кӑҫалхи ҫур ҫулти кӑтарту 21213 тенкӗпе танлашнӑ-мӗн. Вӗрентекенсен вара вӑтамран 22083 тенкӗ илнӗ.
Малашне воспитательсене мӗн кӗтӗ-ха? РФ Президенчӗн Хушӑвӗпе килӗшӳллӗн, воспитательсен ӗҫ укҫине вӗрентекенсен шалӑвӗ чухлӗ ҫитермелле. Вӗсен вара ӗҫ укҫи регионти вӑтам шалупа танлашмалла.
Чӑваш Енре вӑтам ӗҫ укҫи 21450 тенкӗпе танлашнӑ. ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ача пахчинче ӗҫлекенсен те шалӑвӗ ҫакнашкал пулӗ.
Росстат патшалӑх граждан тата муниципалитет служащийӗсем вӑтамран мӗн чухлӗ укҫа илнин федераци сӑнавӗн пӗтӗмлетӗвне тунӑ.
Экспертсем пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енри чиновнисем уйӑхне вӑтамран 22251 тенкӗ илеҫҫӗ. Атӑлҫи федераци округӗнче Мӑкшӑ тата Мари республикисенче ҫеҫ ку кӑтарту Чӑваш Енрен пӗчӗкрех.
Пермь крайӗнче чиновниксем чи пысӑк шалу илеҫҫӗ — 29936 тенкӗ. Чулхула облаҫӗнче — 28638 тенкӗ, Самар тӑрӑхӗнче — 28055 тенкӗ.
Чӑваш Енре тата Атӑлҫи федераци округӗнче вырӑнти хӑйтытӑмлӑх ӗҫченӗсем сахал укҫа илеҫҫӗ. Вӗсен шалӑвӗ — 23567 тенкӗ. Самар тата Чулхула облаҫӗсенче вара нумайрах укҫа илеҫҫӗ — 31908 тата 31602 тенкӗ.
Чӑваш Енри ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен ӗҫченӗсем те, уйӑхне 31207 тенкӗ илекенскерсем, аутсайдерсен йышӗнче. Ӗҫ тӑвакан влаҫӑн федераци органӗсен служащийӗсен ӗҫ укҫи — 25027 тенкӗ. Мӑкшӑ тата Мари республикисенче тата сахалрах илеҫҫӗ.
Утӑ уйӑхӗпе танлаштарсан ҫурла уйӑхӗнче Чӑваш Енре ӗҫ укҫи парӑмӗ ӳснӗ. Ҫак енӗпе пӗтӗмӗшле ҫак цифра 19,6 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Ку вӑл унчченхи уйӑхринчен 12,1 миллион тенкӗ пысӑкрах. Сӑмах май каласан, кунта пӗчӗк усламҫӑсем патӗнче ӗҫлекенсене кӗртмен.
Ӗҫ укҫипе парӑм предприятисен хӑйсен «кӗмӗлӗ» ҫуккипе пухӑннӑ имӗш. Конкурс производстви пуҫарса янӑ предприятисен, ав, тӗслӗхрен, 7,9 миллион тенкӗ илмелли пур-мӗн.
Парӑмлисенчен ҫурри ытла — тирпейлекен организацисем, 28,8 проценчӗ — строительство предприятийӗсем.
Ӗҫ укҫипе парӑм ҫук районсемпе хуласен хисепне шутланӑ та ун пеккисем 19 районпа 3 хула иккен. Уйрӑмах парӑмли — Шупашкар хули. Унти предприятисен ӗҫ укҫи парӑмӗ 12,5 миллион тенкӗпе танлашать. Ҫӗнӗ Шупашкартисене 5,6 миллион тенкӗ тивет.
HeadHunter тӗпчев служби ыйтӑм ирттернӗ те Шупашкарти студентсенчен 76 проценчӗ урӑх ҫӗре тухса кайма ӗмӗтленнине пӗлтернӗ иккен. Уйрӑмах гуманитарисемпе маркетологсем тухса вӗҫтерме хатӗр. Тухтӑрсемпе вӗрентекен дипломне алла илекенсенчен ытларахӑшӗ кунтах юлма хирӗҫ маррине пӗлтернӗ.
Чикӗ леш енче ӗҫе вырнаҫма ӗмӗтленекенсене илсен, вӗсем ӗҫ укҫи нумайрах тӳлессе шанаҫҫӗ иккен. Тата пурнӑҫ пахалӑхӗ пысӑкрах тесе шухӑшлани те вӗсене илӗртет иккен. Студентсенчен 30 проценчӗ чылай вӑхӑтлӑха чикӗ леш енче юлма хирӗҫ мар иккен, тепӗр ҫавӑн чухлех ҫамрӑк 5 ҫултан сахалтарах вӑхӑтлӑха кайма хирӗҫ мар.
Ют ҫӗршыва тухса каяс ӗмӗтпе пурӑнакансенчен 46 проценчӗ Европа пирки ӗмӗтленет иккен. Ыйтӑма 1217 студент хутшӑннӑ.
